Чӑваш Енри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче акана тухасшӑн. Тӗрӗсрех, ака уйӑхн малтанхи вунӑ кунлӑхӗнче. Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паян ирпе район администрацийӗсен пуҫлӑхсемпе видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Министр, ахӑртнех, синоптиксем ҫур епле килессине тӗшмӗртни тӑрӑх каланӑ.
Ҫуртрисене кӑҫал пирӗн республикӑра 310 пин гектар акмалла, ҫав шутран ҫурри ытла (54 проценчӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пулӗҫ, лаптӑкӑн 37 проценчӗ таран выльӑх апачӗлӗх культурӑсем йышӑнӗҫ, ыттине ҫӗрулмипе пахчаҫимӗҫ, техника культурисем валли уйӑрӗҫ.
Вӑрлӑха хуҫалӑхсем хатӗрленӗ. Тӗрӗсленинчен 77 проценчӗ — кондицие ларни.
Кашни гектар пуҫне 34 килограмран кая мар добрени сапма паартнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатассипе самай ӗҫ туса ирттерме шухӑшлаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗр улми куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Николаев урамӗнчи пасарта ыран та ӗҫлӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» тӗрлӗ сорчӗпе паллашма, килӗшнине туянма пулать.
«Ҫӗр улми - 2019» курава уҫма тата ҫавна май иртекен мероприятисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Курав пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Курава ирттерме Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви тата Ҫӗр улми ӳстерекенсен пӗрлешӗвӗ пулӑшать.
Кӑҫалхи курава ҫӗршывӑн 21 регионӗнчи тата Беларуҫ Республикинчи 90-а яхӑн компани килсе ҫитнӗ. Вӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» туса илмелли ҫӗнӗ йышши технологисемпе, ҫӗр улмин сӑтӑрҫисемпе тата чир-чӗрӗпе кӗрешмелли мелсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ҫынсем вара ҫӗр улмирен пӗҫернӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗсе астивсе пӑхма пултарасҫӗ.
Елчӗк районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперавтивӗн председателӗ пулнӑ ҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Вӑл унта 3 ҫул та 1 уйӑх ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ертӳҫӗ должноҫӗнче 3 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Елчӗк районӗнчи полицие председатель саккуна пӑсни пирки пӗлтернӗ. Оперативниксем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: 50 ҫулти ертӳҫӗ кредит парӑмӗсене татас тесе ӗнесене сутнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе сутнӑ хыҫҫӑн протокол хатӗрленӗ: пуху иртнӗ, унта ӗнесене сутма йышӑннӑ имӗш.
Председатель 5 уйӑхра 208 ӗнене йӳнӗпе сутнӑ. Ҫапла майпа вӑл кооператива 9 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Кун хыҫҫӑн предприяти хӑйӗн ӗҫӗпе – сӗт туса илессипе – ӗҫлеймен, панкрута тухнӑ.
Чӑваш Енпе Кабарда-Балкар Республики хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва малалла тӑсӗҫ.
Килӗшӗве шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2018 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, пуҫласа алӑ пуснӑ. Паян вара Сочире иртекен Раҫҫейри экономика форумне хутшӑннӑ май енсем мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута алӑ пуснисем — Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Кабарда-Балкар Республикин ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Казбек Коков.
Килӗшӳре сӑмах 2019-2024 ҫулсенче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе ҫыхӑну тытасси пирки сӑмах пырать. Енсем ял хуҫалӑхӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, халӑха медицина пулӑшӑвӗ кӳрес тата ытти енӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ майпа килӗштерсе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 935 пин гектар ҫӗртен 220 пин гектар лаптӑкӗ ҫинче ҫӗр йӳҫекленсе кайнӑ. 2019-2023 ҫулсенче 10-шар пин гектар ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма палӑртаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх ҫӗрне акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатас ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Ял хуҫӑлӑх министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ертсе пынӑ канашлура тишкернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче ҫак енӗпе ятарлӑ саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр йӳҫеклӗхӗпе чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ кӗрешмен. Акшар ҫӑнӑхӗ сапса тӑкакланнине патшалӑх 30 процентне, Инҫет Хӗветухӑҫӗнич регионсенчи хуҫалӑхсене вара ҫурри таран саплаштарма шухӑшлать.
Чӑваш Енре кӑҫал «Цифровая трансформация сельского хозяйства» (чӑв. Ял хуҫалӑхне цифра енчен трансформацилесси) проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑрӗ.
«Раҫҫейӗн космос тытӑмӗсем» холдингӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Правительствипе холдинг пирӗн тӑрӑхра универсаллӑ цифра экономикине йӗркелессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ килӗшӗве енсем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫсене 2019-2021 ҫулсенче пурнӑламалла.
Агроэкспорта, агронаукӑна аталантарас, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес тата ялсене аталантарас ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне кӑҫал янӑ Ҫырура та асӑнса хӑварнӑччӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев агропромышленность комплексне туллин цифрӑламалли ыйтусене татса памаллине палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Республикинче ял хуҫалӑхне аталантарассипе йышӑннӑ саккуна ҫӗнӗлӗх кӗртесшӗн. Ун пирки кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябинина хӑйӗн сӑмахӗнче регионта органика таварӗсене тирпейлесе кӑларакан предприятисене патшалӑх енчен пулӑшассине асӑннӑ.
«Ӳсен-тӑрана акса ҫитӗнтернӗ чухне гербицидпа усӑ куриччен органика таварӗпе ытларах усӑ курма тӑрӑшмалла. Унпа хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ кӗрешме те меллӗ», – ӑнлантарса панӑ Татьяна Рябинина.
Ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра 10 млн га ытла ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ лаптӑкра удобренипе усӑ курман, тӑпран пуянлӑхӗ те япӑхнӑ.
Республикӑра органика таварӗсене ытларах сарасси пӗлтерӗшлине асӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев.
«Паянхи халӑх экологи енчен таса ял хуҫалӑх таварне ыйтать», – палӑртнӑ регион пуҫлӑхӗ. «Саккуна йышӑнсан, ял хуҫалӑх производствинче комплекслӑ ӗҫсем йӗркелемелле», – тенӗ Чӑваш Республикин ертӳҫи.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ.
Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ.
Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ.
Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах.
Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ.
Чӑваш Енри районсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсем паян удобрени туянаҫҫӗ, теприсем вӑрлӑха кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи кун тӗлне 44,8 пин тонна вӑрлӑх тӗрӗсленӗ. Ҫак кун тӗлне пӗлтӗр, сӑмах май, 45,1 пин тонна пахаланӑ. Халь тӗрӗсленинчен кондицие ларнӑ вӑрлӑх хисепӗ — 61 процент. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑта акана юрӑхлӑ вӑрлӑх хисепӗ 34 процент пулнӑ.
Кондициллӗ вӑрлӑх хисепне Йӗпреҫ районӗнче 2 процент лайӑхлатнӑ.
Вӑрлӑха ака валли хатӗрлессипе уйрӑмах лайӑх ӗҫлекен районсен шутӗнче — Тӑвай тата Вӑрнар районӗсем. Малтан асӑннинче мӗнпур вӑрлӑхӑн 92 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ, юлашкинчен каланинче ҫак хисеп 83 процентпа танлашнӑ.
Чӑваш Енре «Ҫӗрулми» курава 11-мӗш хут йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Хальлӗхе Раҫҫейри 10 ытла регионтан тата Беларуҫран унта хутшӑнма заявкӑсем килнӗ. Хамӑр хуҫалӑхсем унта кашни ҫулах хутшӑнма хапӑл. Палӑртмалла: ҫӗршывра кунашкал курав пирӗн республикӑра кӑна иртет.
Курав нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлӗ, унта ҫӗруми туса илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ, специалистсем ҫӗнӗ сортсем, экспорт пирки калаҫӗҫ.
Пирӗн республикӑра та ыттисене кӑтартмалли сортсем нумай. Тӗслӗхрен, «Слава картофелю» предприяти вӑрлӑх кӑларас енӗпе ӗҫлет, пӗлтӗр унта ятарлӑ лаборатори уҫнӑ.
Курав Шупашкарти Николаев космонавт урамӗнчи суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Унта ҫӗрулми вӑрлӑхӗ те туянма май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |